Чӑваш Республикине Китайри Сычуань провинцинчен делегаци килнӗ. Унта Китайри туристсен пысӑк компанийӗн директорӗсем те пулнӑ.
Сычуань — туризм тӗлӗшӗнчен аталаннӑ провинци. Ҫавӑнпа икӗ ен килӗштерсе ӗҫлесси пирки ытларах калаҫнӑ. Хӑнасем Чӑваш наци музейне ҫитсе курнӑ. Унта вӗсем чӑвашсен авалхи культурипе паллашнӑ. Кунта делегаци ЧР культура министрӗн ҫумӗпе Иван Ивановпа, турист фирмисен, санаторисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Унта туризма аталанмалли мелсене сӳтсе явнӑ. Иван Иванов Чӑваш Республикинчи туризм аталанӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Турфирмӑсен элчисем хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ.
Икӗ ен турсем ирттерме, Чӑваш Енри туризм маршрутне Китай чӗлхипе хӑтлама калаҫса татӑлнӑ. Хӑнасене виҫӗ республика маршручӗ кӑсӑклантарнӑ: Мӑкшӑ Республики, Тутарстан, Чӑваш Ен.
Китайри пӗр туркомпани директорӗ Атӑл тӑрӑх круиз турмаршрутне йӗркелени, историре йӗр хӑварнӑ хуласене кӑтартни Китайри туристсене илӗртме тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Анчах кун пек чухне китайла тата вырӑсла пӗлекен гидсем кирлӗ.
Чӑваш наци музейӗнче ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ уҫӑлнӑ, унта фонд пуххинчи экспонатсене вырнаҫтарнӑ.
Курав виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗнче курма килнисем ҫак кайӑксем хӑйсен апатне епле шыранине пӗлме пултараҫҫӗ. Иккӗмеш пая «Хӗрлӗ кӗнекене» кӗртнӗ кайӑк тӗсӗсене вырнаҫтарнӑ. Виҫҫӗмӗш пайра вара Алексей Левашкин тунӑ сӑнсемпе паллашма май пур — ҫак маттур ҫын ҫӑткӑн кайӑксем валли йӑва туса хатӗрлет. Куравра вӗсен хӑш-пӗр тӗсӗсене курма пулать.
Куравра хальхи технологисене те манман — экспонатсемпе тӗплӗнрех QR-кодсемпе те паллашма пулать. Ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ хӑй чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлемелле.
Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвне такам та килсе ҫитни каламасӑрах паллӑ. Бразилинчен Карлос Энрике Кардим эвчӗ пулнӑ.
Бразили ҫыннине Шупашкар пек пысӑк мар хуласенче те спорт сооруженийӗсене аван йӗркелни килӗшни тесе ӗнентерет Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Мускавра тата Питӗрте пулса курнӑскер Чӑваш Енӗн тӗп хулинче те ӑна ҫав тери лайӑх пуласса шанман та-мӗн. «Рио-де-Жанейрора тата Сан-Паулӑра кӑна пулнипе Бразилие пӗлеймӗн. Раҫҫее те пӗчӗк хуласене ҫитнӗ хыҫҫӑн кӑна ӑнланма май пур», — ҫапларах шухӑшлать иккен вӑл.
Карлос Энрике Кардим Чӑваш наци музейӗнче пулса чӑваш халӑхӗн историйӗпе, пурнӑҫӗпе, музыка инструменчӗсемпе, чӗрчунсен тӗнчипе, экономика аталанӑвӗпе паллашнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнчи экспонатсемпе те вӑл чунтан кӑсӑкланнӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗнче хӑна «Шанель Пике» спектакле пӑхнӑ. СССР халӑх артисткин Вера Кузьмина вылякан сӑнара уйрӑмах тӗлӗнсе йышӑннӑ иккен.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Аҫтӑрханра «Раҫҫей» экспедици старт илнӗ. Вӑл — хӑйне евӗр проект, рекордсен Гиннесс кӗнекине кӗме тӗллевленнӗ. Мӗнле? Вӗсем GPS-треккерлӑ автомобильсемпе ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳресе «Раҫҫей» сӑмаха пысӑккӑн ҫырасшӑн.
Автомобильсен колонни икӗ уйӑх ҫӳресе ҫӗршыв ҫӗрӗ ҫинче темиҫе ҫухрӑмлӑ сас паллисем ҫырӗ. Ҫулҫӳрев Аҫтӑрханран пуҫланнӑ та Владивостокра вӗҫленет. Ҫулҫӳревҫӗсем Шупашкарта та чарӑнӗҫ.
Экспедицири пуҫлӑхӗ — паллӑ блогер тата ҫулҫӳревҫӗ Сергей Доля. Шупашкар ҫыннисем ӑна курма пултарӗҫ. Экспедицири Ян Ярмощук, Дмитрий Донсков, Анна Николаева Шупашкарпа ҫыхӑннӑ.
Экспедици Шупашкара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ҫитӗ. Ҫак кун 15:00-15:30 сехетре Хӗрлӗ тӳремре ҫынсем пухса Хула Чӗрине тӑвасшӑн. Прессӑпа тата блогерпа калаҫма май пулӗ. 16:00-19:00 сехетре Наци музейне кайӗҫ, унта «Флакон» дизайн савучӗпе «Креативлӑ Раҫҫей» тӗлпулу иртӗ. Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре экспедици хуларан тухса кайӗ, унта ЧР Элтеперӗ те пулӗ. 11:30 сехетре Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра чарӑнӗҫ, Чӑваш Ен муфтийӗ Альбир Крганов патӗнче чей ӗҫӗҫ, пӗр-пӗрне сувенирсем парнелӗҫ, сӑн ӳкерӗнӗҫ.
Чӑваш наци музейӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче «Музей туризмӗ, музейсемпе территорисен туризм хӑватне усӑ курасси» ятпа семинар ирттернӗ. Мероприятие республикӑри 17 районтан 53 ӗҫчен хутшӑннӑ.
Музейҫӑсене Сӗнтӗрвӑрри Арбатӗнче «Новинский починок» ансамбль тата районти таврапӗлӳ музейӗ кӗтсе илнӗ. Унтан асӑнӑн музейпа паллаштарнӑ.
Семинара Наци музейӗн ерсте пыракан методисчӗ Татьяна Орлова уҫнӑ. «Музей ҫынсене илӗртекен вырӑн пулмалла», — тенӗ вӑл. Апла тӑк кашни музейӗн хӑйӗн тӗшши пулмалла. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Эльвира Упракина Чӑваш Ене илсен туризма аталантарассипе ҫур утӑм маларах пыраҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен. Труизма аталантарассипе ведомствӑсем хушшинче йӗркеленӗ канаш та (ӑна нумаях пулмасть йӗркеленӗ) Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пухӑннӑран та ҫапла мӑнаҫланать иккен Сӗнтӗрвӑрри тӳри. Тепӗр енчен, маларах асӑннӑ краведени музейӗ «Пӗчӗк хуласемпе ялсен культура мозаики» Раҫҫейри проектсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Туризма аталантармалли пирки семинара хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов та палӑртнӑ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15:00 сехетре Чӑваш наци музейӗнче Сергий Радонежские халалланӑ «Чӗррисене чӗнетӗп» курав уҫӑлӗ. Ку — музейпе Шупашкар епархийӗн пӗрлехи ӗҫӗ.
Экспозицие Сергий Радонежский ҫуралнӑранпа 700 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курав килекенсене Сергийӑн иконографийӗпе паллаштарӗ. Авалхи вырӑс культурипе ӳнерӗн Андрей Рублев ячӗллӗ музейри тата Сергиев-Посадри заповедник музейӗнчи турӑшсен копийӗсем пулӗҫ.
Курав 1380 ҫулхи Куликово уйӗнчи ҫапӑҫура Сергий Радонежский мӗнле пӗлтерӗш йышӑннине каласа кӑтартӗ.
Экспозицие манах пӳлӗмӗ евӗр йӗркелӗҫ, ҫавнӑнпа куракансен ҫав вӑхӑта куҫ умне кӑларма, манах пурнӑҫӗпе паллашма май пулӗ. Кунтах Сергий Радонежскин вӗренекенӗсемпе паллаштарӗҫ.
Проектпа килӗшӳллӗн вырсарни шкулӗсенче ача-пӑча ӗҫӗсен куравӗ йӗркеленӗ.
Ку Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн арҫынсем валли чӑн-чӑн парне тейӗн. Шупашкарта Наци музейӗнче Раҫҫей ШӖМӗн офицерӗсем пирки хатӗрленӗ кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Вӑл «Преодоление» (чӑв. «Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерни») ятлӑ.
Кӗнеке офицерсем пирки каласа кӑтартать. Вӗсем Ҫурҫӗр Кавказра ятарлӑ операцисенче йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн строя ҫӗнӗрен тӑмашкӑн вӑй-хал ҫитернӗ. Кӗнеке авторӗ — Паттӑрлӑх Орденӗн кавалерӗ Николай Петелин. Вӑл хӑ те ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Чечняна командировкӑна 27 хут кайнӑ. Николай Петелин кӗнеке ҫырас тӗллевпе материалсене 3 ҫул пухнӑ. 11 офицер кӗнеке геройӗсем пулса тӑнӑ. Кашниех — паттӑр, кашнинченех тӗслӗх илме пулать.
Николай Петелин ҫакнакшал ҫынсемпе калаҫни савӑнӑс кӳнине палӑртать.
— Санӑн пӑтӑрмахусем вӗсеннипе танлаштарсан ниме те тӑманнине ӑнланатӑн. Ҫын урине ҫухатсан та малалла пурӑнать: авланать, ача-пӑча ҫуратса ӳстерет. Вӑл — упӑшка, пичче, ывӑл, ҫар ҫынни. Санпа ҫума-ҫумӑн ҫакнашкал ҫынсем ӗҫленӗшӗн мӑнаҫланма тытӑнатӑн, — тенӗ Николай Петелин.
Чӑваш наци музейӗнче «Ӑслӑлӑх асамӗ» ҫӗнӗ проектӑн хӑтлавӗ иртнӗ. Унта пухӑннисене физика тата хими опычӗсене кӑтартнӑ.
Мероприятире ачасем ультрасасӑ мӗн икенне, вӑл ытти сасӑран мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗлнӗ, ҫутӑ тӗсне улӑштарнине курнӑ, электричество тума хӑтланнӑ. Лампочкӑна алӑпа тӗкӗнсех ҫутма пулать иккен. Ку асамлӑх мар-и вара? Хими те питӗ кӑсӑклӑ. Сӗтел ҫинчи сӳнмен «вулкана» курни, Ньютон шӗвекне алӑра тытни мӗне тӑрать тата! Эппин, ӑслӑлӑх — питӗ кӑсӑклӑ.
Малашне кашниех ҫакнашкал опытсем тума пултарӗ. Ку кӑна мар: «Ӑслӑлӑх асамӗ» лаборатори занятийӗсенче кашниех ҫӗнӗлӗхсем уҫма пултарӗ.
Чӑваш наци музейӗ «Музее парне» акци йӗркелесси пирки пӗлтернӗ. Ӑна вӑл кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче пуҫарса янӑ та нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Аваллӑх управҫи тӑван тӑрӑхӑн историйӗпе культурине ҫутатакан япаласене хаваспах йышӑнӗ. Ӑна вара музейҫӗсем экспонат вырӑнне хурса ҫынсене те кӑтартӗҫ, типтерлӗн те упрӗҫ. Ҫемье реликвийӗ евӗр упранакан авалхи сӑн ӳкерчӗксемпе тата хутсемпе пӗрле йӑлари хатӗрсене, халӑх тумтирне, ытти мула та тиркемӗҫ.
Музей шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 17-ччен йышӑнать. Апат вӑхӑчӗ — кӑнтӑрла иртни пӗрререн тытӑнса иккӗччен.
Иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗнче кӑсӑклӑ курав иртнӗ — Палтай Микуҫӗ 50 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗскер. Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх унта паллӑ ӳнерҫӗ хатӗрленӗ япаласемпе паллашма май пулнӑ — тимӗр укҫасемпе, тумтирсемпе, ытти тӗрлӗ эрешсемпе.
Юбилей ячӗпе саламлама чылай ҫын пуҫтарӑннӑ — сӑмах каланӑ май Микуҫ Палтайне Митта Ваҫлей ячӗллӗ медале ӑсталама пултарнӑшӑн тав тунӑ. Ҫавӑн пекех ӳнерҫӗн ҫитӗнӗвӗсене те палӑртнӑ — унӑн ӗҫӗсене Чӑвашра ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пысӑк хаклаҫҫӗ иккен. Саламлакансен йышӗнче Николай Лукианов, Вера Кузьмина, Илле Иванов, Сархан Семёнов, Владимир Алмантай, Праски Витти, Марина Карягина, Владислав Николаев, Тимӗр Тяпкин тата ыттисем пулчӗҫ.
Балтаев Николай Михайлович 1963 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. Паллӑ ӳнерҫӗ тимӗре илемлетес енпе ӗҫлет. Хӑй вӑхӑтенче вӑл Павловори ӳнер училищинче, В. Мухина ячӗллӗ ӳнерпе промышленноҫӗн аслӑ училищинче пӗлӳ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культура институчӗнче халӑхӑн ӳнер пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ пулса вӑй хурать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |